Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: 6х7 галерея

Культура Клуб хатӗрленӗ япаласен пуххи / Н. Плотников тунӑ сӑн
Клуб хатӗрленӗ япаласен пуххи / Н. Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче «6х7» галерейӑра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗн центрӗнче ӗҫлекен «Тӗрӗ тӗнчи» чӑваш тӗррин клубӗ хатӗрленӗ ӗҫсен куравӗ уҫӑлнӑ.

Ку клуб хӑйӗн ӗҫне 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ӑна пуҫлас тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче нумай вӑй Валентина Минеева хунӑччӗ. Паянхи куна илес пулсан клуба вулавӑш ӗҫченӗ Кузнецова Надежда Михайловна ертсе пырать. Унта тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ — шкул ачисенчен пуҫласа канӑва тухнисем таранах. Надежда Михайловна тӑрӑшнипе ҫак клубра хатӗрленӗ ӗҫсем республикӑри ӑмӑртусене те, Чӑваш Ен тулашӗнчисене те сахал мар хутшӑнаҫҫӗ. Ӗҫсене тӑратнипе кӑна мухтамалла мар ӗнтӗ — вӗсем чылай чухне ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреҫҫӗ.

«6х7» галерейӑри курав килсен эсир алшӑллисемпе те, тутӑрсемпе те паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех кӗрӳ тутрисем те, хӗрарӑм тумтирӗ те унта пур.

 

Кураври пуканесем
Кураври пуканесем

Иртнӗ юнкун, карлачӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти «6х7» ӳнер галерейинче Красноармейскинчи алӗҫ ӳнерӗн «Пӳрнеске» кружокӗн куравӗ уҫӑлнӑ.

«Всем место под сияньем небесным» (чӑв. Тӳпе йӑлтӑравӗ пурин валли те) курава уҫнӑ май Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директор ҫумӗ Тамара Шамсеева ҫак ача-пӑча ушкӑнне пысӑк хак парса хакларӗ, вӗсем чӑннипех те «халӑх ача-пӑча кружокӗ» ята тивӗҫлине пӗлтерчӗ. Галерейӗн куравӗсене тӑтӑш хутшӑннӑшӑн тав хучӗсемпе чыслама та манмарӗ.

Ку куравра эсир ачасем тӗрленӗ алшӑллисемпе, вӗсем хатӗрленӗ теттесемпе, пуканесемпе тата ытти тӗрлӗ ӗҫсемпе паллашма пултаратӑр. Вӑл нарӑсӑн 11-мӗшӗччен ӗҫлет.

«Пӳрнеске» кружока тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем йывӑҫпа та, пирпе те, ҫӑмпа та ӗҫлеҫҫӗ. Кружока Жанна Михайлова ертсе пырать. Вӗсен ӗҫӗсем чылай куравсене хутшӑннӑ — республика шайӗнчисене те, патшалӑх шайӗнчисене те. Тӗнче анлӑшӗпе иртнӗ куравсен дипломӗсемпе те вӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.

Сӑнсем: 1 пай (27), 2 пай (30)

 

Ӗнер, ҫӑвӑн 3-мӗшӗнче, Чӑваш республикин халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче вырнаҫнӑ 6х7 галерейӑра Вячеслав Эткерӗн ятарлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ӳнерҫӗ 50 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ.

Курава уҫма Чӑвашри ӳнерҫӗсем, сӑрӑ ӑстисем, вӗрентӳҫӗсем, халӑх пултарулӑхӗн ӑстисем пухӑннӑччӗ, вӗсенчен кашни Вячеслав Эткерӗн пултарулахӗнчи хӑйнеевӗрлӗхне палӑртрӗҫ.

Курава уҫнӑ май чи малтанхи сӑмаха Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ Виктор Бондарев каларӗ. Вӑл йывӑҫпа ӗҫлекен ӑстана Тав хучӗпе чысларӗ, ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ.

Ҫавӑн пекех ӑшӑ сӑмахсемпе тухса калаҫакансем шутӗнче Чӑваш художникӗсен союзӗн правлени председателӗ Василий Кузьмин, Чӑваш наци музейен этнографи пайӗн заведующийӗ Светлана Недвигова, паллӑ шӗпсутҫӑ Владислав Зотиков, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» музей директорӗ Ирина Удалова тата ыттисем пулчӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та